Кӑҫал республикӑри колхоз театрӗсене пуҫарса янӑранпа 90 ҫул ҫитнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫавна Шупашкар районӗнче тӗрлӗ мероприяти ирттерчӗҫ те ӗнтӗ. Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вара Патӑрьелте республикӑри халӑх театрӗсен анлӑ фестивалӗ иртӗ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Апашри халӑх театрӗн артисчӗ Владислав Кириллов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, СССР халӑх артисчӗ Борис Алексеев ячӗллӗ Апаш халӑх театрӗ уява хатӗрленсе Н. Угарин пьесипе лартнӑ «Юнланнӑ пӗркенчӗк» спектаклӗн пӗр сыпӑкне сцена ҫине тепӗр хут кӑларас тесе ӗҫлеме тытӑннӑ та.
Ӗнер Патӑрьел тӑрӑхӗнчен тухнӑ ентешсем уява пухӑннӑ – ентешлӗх уявӗ иртнӗ.
Патӑрьел ҫӗрӗ ҫинчен паллӑ ҫынсем сахал мар тухнӑ. Нумайӑшӗ ӗнӗр ентешлӗх уявне хутшӑннӑ. Унта пухӑннисене пултаруллӑ ҫынсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Сӑмах май, Патӑрьелсен ентешлӗхӗ, 1993 ҫулта йӗркеленнӗ.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн ӗҫченӗсем Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам ялӗ ҫывӑхӗнче свалка тупнӑ. Унта – выльӑх-чӗрлӗх юлашкийӗсем.
Ведомство ӗҫченӗсем ҫав вырӑна Патӑрьел округӗнче пурӑнакан ҫын ҫӑхав янӑ хыҫҫӑн тӗрӗсленӗ. Чӑнах та, Шӑнкӑртам ҫывӑхӗнче 3 пин ытла тӑваткал метр лаптӑк ҫинче выльӑх-чӗрлӗхӗн юлашкийӗсем купаланса выртнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: ҫав лаптӑка выльӑх пусакан предприяти тара илет. Рссельхознадзор йӗрке пӑснине пӗтерме ыйтса ун тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, истори наукисен докторӗ Антон Салмин юбилейӗ пулнӑ. Антон Кириллович — Питӗрти Антопологипе этнографи музейӗнче (Кунсткамерӑра) Хӗвелтухӑҫ славянсен тата Раҫҫейӗн Европа пайӗнче пурӑнакан халӑхсен этнографийӗн пайӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса тӑрӑшать.
Вӑл 1949 ҫулхи юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ.
Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче пурӑнакан Марина Умерова патшалӑх пулӑшнипе хӑйӗн ӗҫне йӗркелесе янӑ.
Марина сӑнанӑ тӑрӑх, илем индустрийӗнче аппарат косметологийӗпе усӑ курма ӑнтӑлакансем йышлӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм бизнес-план хатӗрленӗ, ӑна тухӑҫлӑ хӳтӗленӗ.
Патӑрьел хӗрарӑмӗ ятарласа вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн сертификат илнӗ, социаллӑ контрактпа усӑ курса «Эстетика» илем студийӗ уҫнӑ. Халӗ вӑл юратнӑ ӗҫӗпе чунтан аппаланать.
Паян, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Республикӑри кинематографистсен союзӗн ертӳҫи, «Сувар-фильм» телевидеокомпани президенчӗ, Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Олег Цыпленков 65 ҫул тултарнӑ.
Олег Михайлович 1959 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче Кивӗ Катек ялӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Нӑрваш Шӑхаль шкулне ӗҫе вырнаҫнӑ. Каярах республикӑри ВЛКСМ тӑрӑшнӑ.
Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртамра пурӑнакан Нурулла Резяпов авӑнӑн 27-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ.
Вӑл - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, фронта 17 ҫулта лекнӗ. Кайран Япони вӑрҫине хутшӑннӑ. Нурулла Велиуллович киле 1947 ҫулта кӑна таврӑннӑ.
Кун хыҫҫӑн вӑл тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫленӗ: платникре, колхозра, склад заведующийӗнче. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан ялти туберкулез пульницинче 20 ҫул вӑй хунӑ. Паянхи кун вӑл 23 мӑнукӗпе, 24 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать.
Патӑрьел округӗнчи Турханти психоневрологи интерначӗ территорие хӑтлӑлатас енӗпе иртнӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. Унта ӗҫлекенсем территорие хитрелетес тесе тӑрӑшаҫҫӗ.
«Кунта пурӑнакансен тӗрлӗ сӑлтава пула кил ҫук, интернат тулашне тухса ҫӳреймеҫҫӗ. Хитре, чечек ҫурнӑ клумбӑсене курсан вӗсен кӑмӑлӗ ҫӗкленет», - тенӗ интернат директорӗ Наталия Дружинина.
Евразири хӗрарӑмсен форумӗн канашӗ «Хӗрарӑмсем - йӑла-йӗркене упрассишӗн» онлайн-марафон ирттернӗ. Патӑрьел округӗнчи Екатерина Майрина «Халӑх тӗррин чи лайӑх ӑсти тата управҫи» номинацире мала тухнӑ.
Екатерина качча кайиччен алӑ ӗҫӗпе аппаланман. Ӑна хунямӑшӗ Тамара Майрина ку ӗҫе явӑҫтарнӑ. Вӑл 40 ытла ҫул тӗрлет. Халӗ вӗсем иккӗшӗ пӗрле тӗрлеҫҫӗ, хӗрӗсемпе мӑнукӗсене те хӑнӑхтараҫҫӗ.
Тӑвай округӗнчи Татьяна Юркина сыр пӗҫерес енӗпе чӑн-чӑн ӑста. Качотта, сулугуни, халуми, ламбер… Тӗрлӗрен сыр хатӗрлет вӑл.
Татьяна Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗҫ ҫыннисем» конкурса хутшӑнма заявка панӑ. Вӑл «Ӗҫлӗ хӗрарӑм» номинацире тупӑшӗ.
Татьяна Юркина хӑйӗн ӗҫне аталантарма патшалӑхран пулӑшу илнӗ. 2023 ҫулта унӑн предприятийӗнче 800 килограма яхӑн сыр тунӑ. Кӑҫал вара ку кӑтартӑва тата пысӑклатасшӑн. Унӑн сырӗсене Вӑрмар, Тӑвай, Канаш Ҫӗрпӳ, Патӑрьел округӗсенче, Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем юратса ҫиеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |